Канмалли вăхăт çитмен-ха
Çумăр хыççăн хĕвел пăхма пуçларĕ. Çак самантпа усă курма тăрăшать те çĕр çинче ĕçлекен. Çанталăк сивĕтиччен ĕçлемелли пайтах. Республикăри сакăр районта рапса ĕçлеççĕ, хальлĕхе ăна 5 000 ытла гектар çинче пухнă. Сарă пăрăç та пӳлмене кĕрет. Паян кăтарту 2800 тоннăпа танлашать. Типĕ çанталăк тăни çак культурăн тухăçне те пĕчĕклетрĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан гектартан 2 центнера яхăн сахалтарах тухса пырать. Çĕрпе тăрăшаканăн ытти ĕç пирки те манмалла мар. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче сахăр кăшманĕ кăлараççĕ. Хальлĕхе ăна 475 гектар çинче пухнă. Тухăçĕ пĕлтĕрхинчен виç хут пĕчĕкрех тесен те йăнăш пулмасть. Сăлтавĕ – çулла çумăр çуманни. Шăрăх çанталăк пулни кăçал нумай культурăн тухăçне чакарчĕ. Çĕрулминне те. Пĕтĕмпе республикăра «иккĕмĕш çăкăра» 5 000 ытла гектар çинче кăлармалла. Тăвайсемсĕр пуçне пур районта та ку культурăпа ĕçлеççĕ. Патăрьелпе Комсомольски районĕсенче пуринчен те пысăк лаптăк. Хальлĕхе 3700 ытла гектар çинчен 68 000 тонна яхăн сутлăха кайнă е пӳлмене кĕнĕ. Çитĕннĕ культурана пухнă вăхăтрах ака пирки те шухăшламалла. Кĕрхисем валли 96 000 ытла гектар çер хатĕрленĕ. Ку – планпа палăртнин 91 проценчĕ. Сакăр районта ку ыйтупа тек пуç ватмаççĕ. Куславкка тата Шăмăршă районĕсенче ака валли кирлин çурри ытларахăш çĕр çеç хатĕрленĕ. Чăваш Енре кĕрхисене 86 000 ытла гектар çинче акнă. Хуçалăхсенче ытларах тулă ӳстересшĕн. Çавăн пекех ырашпа третикале те вăй илет. Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Канаш районĕсенче кĕрхисене палăртнинчен ытларах та акнă