Кĕрхи тулă акаççĕ
Чăваш Енри кашни районта вырма пырать. Хальлĕхе 227 пин ытла гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă. Çакă ĕçе кĕртмелли лаптăкăн 75 проценчĕ шутланать. Паянлăха 464 пин тонна тĕшĕленĕ. Елчĕк, Патăрьел, Канаш районĕсенче вырма вĕçленсе пырать. Асăннă муниципалитетсенче вырмалли лаптăкăн 90 ытла процентне пухса кĕртнĕ.