Канаш хĕрĕ юмансем çитĕнтерет
Юман йывăçне йĕкелтен мĕнле çитĕнтермеллине Канаш районĕнчи Дарья Васильева пĕлет. Ку енĕпе шкул ачи ятарлă проект та хатĕрленĕ. «Çамрăксен хули» вĕренӳ форумĕнче ăна ăнăçлă хӳтĕлесе Пĕрлĕхле Раççей партин грантне çĕнсе илнĕ. Паян халăх партийĕн хастарĕсем Дашăпа тĕл пулчĕç. Йĕклесене çитĕнтерме пулăшакан хатĕрсем парнелерĕç.