Пурне те тимлеççĕ
Эрне вĕçĕнче Чăваш Республики кăшăлла вируспа çыхăннă çирĕп йĕркене çемçетессипе пĕрремĕш тапхăра куçма пултарать. Кун пирки Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Салаева Канаш хулинче ирттернĕ ларура каларĕ. Оперативлă штаб çумĕнчи ĕç ушкăнĕ муниципалитетра кăшăлла вируспа мĕнле кĕрешнине тĕрĕслерĕ.