Хушаматне вулама та, сăнне курма та пулать
Палăксене çĕнетрĕç, парксене хăтлăх кĕртрĕç. Чăваш Республикинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуç туса ирттернĕ. Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнче те Çĕнтерÿ паркне çĕнетрĕç, илемлетрĕç.