Виçĕ районта çураки вĕçленнĕ
Кăçал çураки ир пуçланчĕ пулин те ытла та вăраха тăсăлса кайрĕ. Сăлтавĕ — çанталăк улшăнса тăнинче. Хальлĕхе Чăваш Енре 182 пин ытла гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Çакă планпа палăртнин 94 проценчĕ. Канаш, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче ака пăтти çинĕ те.