Юратса ĕçлемелле
Паянхи кун тĕлне республикăра 182 пин çурă гектар çинче çураки ирттернĕ. Çакă планпа палăртнин 94 проценчĕ шутланать. Республикăри хуçалăхсенче талăкра вăтамран 3 пин гектар ытларах акма ĕлкĕреççĕ. Канаш, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче тĕштырă акса пĕтернĕ. Çĕрулми, пахча-çимĕç тата ытти культурăсене акасси-лартасси те планпа килĕшӳллĕн пырать. Чăваш Енре 101 гектар çинче хăмла туса илеççĕ. Ку тĕлĕшпе ытларах вăрнарсем, çĕрпÿсем, вăрмарсем, етĕрнесем тĕплĕ ĕçлеççĕ. Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» пĕрлешÿ — республикăри чи пысăккисенчен пĕри. Унта 22 гектар çинче симĕс ылтăн çитĕнет.