Çуракие çанталăк чăрмантарать
Кăçал республикăри хуçалăхсенче çуракие ир пуçăнчĕç пулин те, час-час юр тата çумăр çуни ĕç хăвăртлăхне чакарчĕ. Çурхисене 193 пин гектар çинче акмалла пулсан, хальлĕхе палăртнин 82 процентне çеç вĕçленĕ. Елчĕксем ака пăтти çинĕ те. Улатăр, Патăрьел, Канаш, Красноармейски, Шăмăршă районĕсенче ака вĕçленсе пырать.