Районсем пĕтĕмлетӳсем тăваççĕ
Вăрнар, Йĕпреç тата Канаш районĕсем 2019-мĕш çулхи кăтартусене тата 2020-мĕш çулхи тĕллевсене правительство çуртĕнче сӳтсе яврĕç. Канашлăва Министрсен Кабинечĕн Пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Çитĕнӳсемпе çитменлĕхсене тишкернĕ тĕлпулăва министрсем те хутшăнчĕç. Ĕçлĕ калаçу пур енлĕ те çивĕч пулчĕ.