Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ
Республикăри хуçалăхсенче кăçал выльăх-чĕрлĕх валли 600 пин тонна яхăн апат хатĕрлемелле. Хальлĕхе 70 пин тонна утă пÿлмене кĕнĕ. Çакă планпа палăртнин 70 проценчĕ. Канаш, Куславкка, Пăрачкав, Вăрмар районĕсенче плана 100 процент тултарнă. Сенажа та палăртнин 75 процентне янтăланă. Хĕрлĕчутайсемпе елчĕксем ку ĕçе вĕçленĕ. Тăвай районĕнчи çĕр ĕçченĕсемпе Алина Сусметова журналистпа Валерий Резюков оператор тĕл пулчĕç