Тухăçлăх ӳснĕ

Пĕлсе, наука хушнă пек çитĕнтерсен пахча-çимĕç калăпăшлă тупăш парать. Ял хуçалăх аталанăвне пысăк тӳпе хывнă Çĕнĕ Шупашкарти теплица комплексĕ çакна тахçанах туйса илнĕ ĕнтĕ. Сăмахран, кунта хамăр çĕршывра туса кăларакан удобренисем çине куçнă. Малашне предприяти ку енĕпе аталанса ĕçлеме тĕллев лартнă.

2022-мĕш çулхи пуш уйăхĕччен теплицăри пахча-çимĕçе Норвегирен кӳрсе килекен минераллă удобрени пулăшнипе ӳстернĕ. Раççее хирĕçле санкцисем йышăнсан хамăр çĕршывра туса кăларнă хатĕрсем çине куçнă. Çур çул ĕçленĕ хыççăн хамăрăнни шанчăклăрах пулнине палăртнă специалистсем.

ЕЛЕНА ПРОХОРОВА: «Халĕ эпир Раççейри удобренисемпе усă куратпăр. Вĕсем ют çĕршыври удобренисенчен те лайăхрах. Тухăçлăх питĕ пысăкланчĕ».

Теплицăри хăярсемпе помидорсене ахаль çĕр çинче мар, минераллă мамăк пулăшнипе ӳстереççĕ. Улшăнусем ку пайра та пулса иртнĕ. Ăна Польшăран кӳрсе килнĕ пулнă. Халĕ теплица комплексĕ Раççейре туса кăларнă хатĕрсемпе çеç усă курать. Чăваш Ен пахча-çимĕçне пурте килĕштереççĕ. Халĕ хăярпа помидора Камчаткăран пуçласа Калининграда çити сутлăха кăлараççĕ.