Килĕшӳсем çирĕплетрĕç

Икĕ регион хушшинче çыхăнусем çирĕпленсе пыраççĕ. Чăваш Ен делегацийĕ Чĕмпĕр облаçĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ çул çӳреве хутшăнакансем апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсене тата машин кăларакан пĕрлешӳсене çитсе курчĕç, канашлусем ирттерсе пĕр-пĕрин паха енĕсемпе паллашрĕç.

Чăваш Енре туса кăларакан электротехникăна çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Вăл паха та хăватлă пулнипе палăрса тăрать. Пысăк çитĕнӳсем тăвас тесен пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе вăй-халне пĕрлештерсен аванрах, çавăнпа та Чĕмпĕрти промышленноç ĕçченĕсем Чăваш Республикинчи ĕçтешĕсемпе тачă çыхăнса вăй хума сĕнеççĕ.

Пĕрлехи ĕçе йĕркелеме май паракан мелсенчен пĕри – икĕ регионăн промышленноç кластерĕсене пĕрлештерни. Ку енĕпе малашне промышленноç инфраструктурине аталантарассине ытларах тимлĕх уйăрма палăртаççĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчи предприятисен оборудовани паркĕсем вара Шупашкарта туса кăларакан тиев транспорчĕсемпе пуянланма пултараççĕ. Ĕçлĕ çул çӳрев вăхăтĕнче Чăваш Енре туса илекен хăмлапа Чĕмпĕр завочĕсене тивĕçтересси çинчен те сăмах пулчĕ.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Калаçса татăлтăмăр, çитес вăхăтра вĕсем хăйсен делегацийĕпе пирĕн пата килеççĕ, вара хăмла пирки те калаçатпăр, çĕр улми мĕнле туса илмеллине те хамăрăн опытпа паллаштарма тăрăшатпăр, фермерсем мĕнле аталанса пынине тата ытти те. Килĕштерсе ĕçленине нимĕнте çитмест. Пĕр-пĕринчен ыйтма вăтанмалла мар тесе шутлатпăр, пĕр-пĕринчен вĕренмелли, чăнах та нумай. Паянхи кун сăра завочĕсенче калаçса татăлтăмăр, хăмлана вĕсем тĕрĕсленĕ. Эпир хăмлана нумайрах туса илсен вĕсем илме хатĕр».

Çак пуçару пуласлăхра кластер йĕркелеме, ăслăлăхпа тĕпчев программисене пурнăçа кĕртме май парĕ. Чăваш Республикинчи 250 хăмла сортне упраса хăварнă. Малашне тата тепĕр 10 тĕрлĕ сорт ӳстересшĕн. Ку тĕлĕшпе икĕ регионти аграри университечĕсем тĕрлĕ наука ĕçĕсем ирттерме тĕллев лартнă. Кун пирки регион Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских ĕçлĕ тĕл пулура калаçса татăлчĕç.

Чăваш патшалăх университечĕпе Чĕмпĕрти патшалăх университечĕ, Мордовири наципе тĕпчев патшалăх университечĕ пĕрле ĕçлесси пирки килĕшӳ турĕç. Виçĕ вĕренӳ заведенийĕ наука тĕпчевĕсем ирттерес енĕпе тимлĕ, ют çĕршыв таварĕсене хамăр çĕршывра туса кăларма пулăшма та пултарĕ. Тĕлпулура карбон полигонсем хута ярасси çинчен те калаçрĕç. Çак çĕнĕлĕх тĕпчевсене туллин ирттерме май памалла. Кӳршĕллĕ регионсем малашне те ĕçлĕ çӳлçӳревсем йĕркелĕç. Юлия Адюкова, Алексей Зотиков, Юрий Марков